Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +1.3 °C
Ватти ҫук та — латти ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Маяксем Леонид Александрович

Маяксем Леонид Александрович, — прозаик. 1938 ҫулхи кӑрлачӑн 2 Чӑваш Енӗн Канаш районенчи Сиккасси ялӗнче ҫуралнӑ.
1974 ҫултанпа СССРӑн ҪП членӗ шутланать.

Пурнӑҫӗ
А.М.Горький ячӗпе хисепленекен литература институтне веренсе тухнӑ. Текстильщик хаҫатӑн литература сотрудникӗ, Чӑвашрадио корреспонденчӗ, СССР литература фончӗн Чӑваш уйрӑмӗн директорӗ вырӑнӗсенче ӗҫленӗ.

Ӗҫӗсем
Унӑн калавсемпе хайлавӗсене ҫак кӗнекесенче тупма пулать:

  • Килет шурӑмпуҫ ҫуталса (1970);
  • Тупатӑпах сана, Сильва (1972);
  • Хунавсӑр йывӑҫ (1979);
  • Аманнӑ турат (1980);
  • тата ыттисенче.

Вулама
Тӑрӑ шыв хӗрринче


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2005-11-20 16:42:56 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 8784 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем